
Вӑрнар районӗнче 6 килограмм ытла таякан арбуз ӳстернӗ. Ӑна Уравӑш ялӗнче пурӑнакан Альбина Николаева туса илнӗ.
Хӗрарӑм арбуза тытса ӳкерӗннине, ҫимӗҫе турилккене касса хунине тата тараса ҫине хурса виҫнине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш Ен) пабликра вырнаҫтарнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра туса илекен арбуз пӗчӗкрех пулать. Альбина Николаева арбузӗ вара 6 килограмран та иртнӗ.
Пахчаҫӑ хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫимӗҫе ҫавӑн пек пысӑк ӳстерме вӑхӑтра пӑхса-апатлантарса тӑни, ҫанталӑк ӑшӑ пулни тата ӑнӑҫу пулӑшнӑ.
Сӑмах май каласан, арбуза хӑшӗсем теплицӑра ӳстереҫҫӗ, теприсем вара – пахчарах. Арбуз ҫеҫ мар, дыня та туса илеҫҫӗ. Кӗркунне валли иккӗшӗ те пулса ҫитеҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 7-13-мӗшӗсенче Красноярск хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ. Унта ҫемье командисем тупӑшӗҫ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти 45 ытла ҫемье килӗ.
Чӑваш Ен чысне фестивальте Вӑрнар округӗнчи Политовсем хӳтӗлӗҫ. Вӗсене тӑватӑ куна тӑсӑлакан тӗрӗслевсем кӗтеҫҫӗ: электрон пӑшалтан пересси, туртӑнасси, отжимани тӑвасси, тӑршшӗне сикесси, 30 тата 60 метрсене чупасси, ишесси, команда эстафети. Пӗр сӑмахпа каласан, ГТОн тулли комплексӗ.
Палӑртса хӑвармалла: Политовсем ГТО фестивалӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, пысӑк кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. «Шанатӑп, вӗсем республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗлӗҫ», — тенӗ ЧР спорт министрӗ Василий Петров.

Вӑрнар округӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнче пурӑнакан Картузовсен ҫемье юбилейӗ: вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ.
Ылтӑн юбилярсем 50 ҫул каяллахи пекех ЗАГСа туй маршӗпе кӗнӗ, ылтӑн туй ҫитнине ӗнентерекен свидетельство ҫине алӑ пуснӑ, унтан пӗр-пӗрне ӗмӗр юратма шантарса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.
Петр Николаевичпа Любовь Александровна паянхи кун пысӑк та туслӑ ҫемйипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Уяв кунхине вӗсем ҫывӑх тӑванӗсемпе сӗтел хушшине пухӑннӑ.

Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка ялӗнче чӑваш культурин праҫникӗ «Уяв» иртнӗ. Унта Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Ӗренпур облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Артистсем сцена ҫинче чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Мероприяти хаваслӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ: йӗркелӳҫӗсем этнокартишсем хатӗрленӗ, куравсем, ӑсталӑх класӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулнӑ, ҫавӑнтах чӑваш сувенирӗсене сутнӑ.
«Уява» Чӑваш Республикинчен Вӑрнар округӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ кайнӑ.

Республикӑра ку эрнере аграрисем вырмана тухнӑ, кӗрхи культурӑсене пухса кӗртме тытӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чи малтан Ҫӗрпӳ, Вӑрмар тата Красноармейски округӗсенчи аграрисем вырмана пуҫӑннӑ. Халӗ Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай округӗсенче те комбайнсем хире тухнӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 900 ытла комбайн ӗҫе тухмалла.
Паянхи куна 959 гектар кӗрхи тулла пухса кӗртнӗ. Пӗтӗмпе ӑна 72 пин ытла гектар ҫинче вырмалла.
Ҫавӑн пекех аграрисем пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗркунне акса хӑварма ҫӗрсем хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 84,8 пин гектар ҫӗр сухаламалла.

Вӑрнар поселокӗнче кун кунлакан Аршуткинсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.
Виталий Георгиевичпа Юлия Ивановна 1976 ҫулта Вӑрнар округӗнчи Мӑн Явӑшри ял канашӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ.
Ҫемье пуҫӗ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, кайран салтака кайнӑ. Унтан таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вара шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ.
Юлия Ивановнӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫулпа танлашать. Вӑл чылай ҫул Пенси фондӗнче вӑй хунӑ.
Аршуткинсем ывӑлпа хӗр ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 3 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пушарта вилнӗ.
«Вӑрӑран юлать, пушар нимӗн те хӑвармасть», — тесе ваттисем ахальтен каламан.
Инкек Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хӗрлӗ автан ҫӗрле алхасма тытӑннӑ. Кун пирки Инеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Пушарта 60 ҫулти хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Вут-ҫулӑм Апнер ялӗнчи уйрӑм ҫыннӑн хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушар 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтерме пултарнӑ. Ку ӗҫе пилӗк ӗҫчен тата икӗ техника хутшӑннӑ. Пӳртри пӳлӗмсенчен пӗринче вӗсем кил хуҫин виллине тупнӑ.
Пушар сӑлтавне Чӑваш Енри Сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ.

Вӑрнар округӗнчи Хирпуҫ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Алевтина Алексеева республика шайӗнче иртнӗ «Манӑн професси» конкурсра пуринчен маттур пулса мала тухнӑ.
Конкурса Чӑваш Республикинчи вӑтам медицина ӗҫченӗсен профессионал ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Унта 16 специалист хутшӑннӑ. Алевтина Алексеева вара вӗсене пурне те парӑнтарнӑ.
Жюри пайташӗсем вӑл хӑй ҫырнӑ «Сестрица медицинская» сӑввине пысӑка хурса хакланӑ. Алевтина Алексеева унта хӑйӗн профессийӗ пирки пӗр суймасӑр каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑра яваплӑха, ӑшӑлӑха, фельдшер кашни пациента ӗненнине уҫса панӑ.

Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫӗленсем нумай! Республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх йышланнине палӑртнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
Иртнӗ канмалли кунсенче 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Шар курнисен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем.
70 ҫулти арҫын утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра ураран темӗн йӗп пек чикнине туйнӑ. Вӑл пушмакпа пулнӑ-ха, ҫапах хура ҫӗлен ӑна сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм пахчара ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ вӑхӑтра хура ҫӗлене асӑрхаса ӗлкӗреймен. 30 ҫулти хӗрарӑм та ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Вӑл уйра хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: уйра, вӑрманта хупӑ пушмакпа, вӑрӑм шӑлаварпа ҫӳремелле, вӑрӑм курӑк хушшине кӗме тӑрӑшмалла мар, чулсем тата пӗренесем патӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫӗлене курсан тытма, хӑвалама юрамасть, лӑпкӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Валерия Ржанова икӗ предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Ҫапла кӑҫал республикӑра икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ пӗрремӗш ҫамрӑк пулнӑ вӑл. Валерия вырӑс чӗлхипе тата химипе 100 балл илнӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 40 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вырӑс чӗлхипе 19 яш-хӗр чи нумай балл пухса палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫурри – Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Вӑрмар округӗсенчен. Палӑртса хӑвармалла: пӗлтӗр вырӑс чӗлхипе 12 ҫын 100 балл пухнӑ.
Кӑҫал химипе 17 ҫын 100 балпа палӑрнӑ. Историпе вара 3 ҫын чи нумай балл илнӗ. Вырӑс литературипе 2 ҫын маттур пулнӑ.
